Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекенсем Патшалӑхӑн истори архивӗ куравне ҫитсе курнӑ. Студентсене пӗтӗмӗшле дисциплинӑсене вӗрентекен Рэвиль Гараев ертсе кайнӑ. Куравӗ те сумлӑскер: архив ӑна Григорий Хирпӳ композитор 105 ҫулхине халалланӑ.
Курав-хӑтлава тӑратнӑ экспозицисем хушшинче кӗвӗ-ҫемӗ пултаруллӑ ӑстин, маларах Шупашкарти музыка шкулӗнче тата техникумӗнче, каярах Ленинградри (халӗ Питӗр) консерваторире вӗреннӗскерӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартаканнисем, унӑн юррисем, хаҫат-журнала вӑл тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ статьясем пулнӑ. Нота еткерлӗхӗн оригиналӗсемпе те куравра паллаштарнӑ. Ҫамрӑксене Григорий Хирпӳн хайлавӗсен тӗрлӗ варианчӗсем уйрӑмах кӑсӑклантарнӑ, ҫав шутра «Нарспи» опера валли ҫырнӑ партитура та.
Татьяна Казакована ӗнер Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗнчен хӑтарнӑ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗ Ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин 865-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. Мӗншӗн хӑтарнине официаллӑ хушура асӑнса-ӑнлантарса тӑман.
Культура министерствинче Татьяна Казакова 2008-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Малтан Вӑрмар районӗнчи ача-пӑча вулавӑшӗн заведующийӗнче, Чӑваш Республикинчи ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче, Культура министерствинче халӑх пултарулӑхӗн, вулав тата музей ӗҫӗн секторӗнче заведующийӗнче тӑрӑшнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Хусанти Культура институтӗнче вӗреннӗ.
Хальхи вӑхӑтра Константин Яковлев министра Иван Архиповпа Вячеслав Оринов пулӑшса пыраҫҫӗ.
Раштавӑн 2-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ ятпа поэзи уявӗ иртнӗ. Мероприятие Шупашкартан ЧР Культура министерствин этноконфесси хутшӑнӑвӗсен пай пуҫлӑхӗ Лидия Филиппова ертсе пыракан делегаци тухса кайнӑ.
Чӑвашри йыш «Ухсай вулавне» хутшӑннӑ. Мероприяти вӑхӑтӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи шкулсенчи учительсемпе видеоҫыхӑну мелӗпе хутшӑнса илме те май тунӑ.
Аслӑ поэтӑн ҫӗрӗ ҫинче пулнисем унӑн палӑкӗ патне чечек хунӑ, Яков Ухсай музейне кӗрсе тухнӑ, Слакпуҫӗнчи Культура ҫуртӗнче иртнӗ «Яков Ухсай – халӑх поэчӗ» уявра пулнӑ. Унта вырӑнти хастарсем те кӑмӑлтан хутшӑннӑ. Каҫхине Пелепейри Культура ҫуртӗнче поэтӑн 105 ҫулхи ячӗпе концерт иртнӗ.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта иртнӗ наци культурисен фестивалӗнчен Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мария Мареева Михаил Игнатьев Элтеперӗн Тав ҫырӑвӗпе таврӑннӑ.
Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви тата республикӑри наципе культура пӗрлешӗвӗсем ирттернӗ мероприятире Михаил Игнатьев республикӑра 128 наци ҫынни туслӑн пурӑннине аса илтернӗ. Чӗлхе те, тӗн те чӑрмав маррине палӑртнӑ вӑл. Михаил Игнатьев шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсене тӑван ҫӗре, тӑван ҫӗршыва юратни пӗрлештерет.
Чӑваш наци конгресӗн пайташне Мария Мареевана Михаил Игнатьев наци культурине аталантарма тӳпе хывнӑшӑн тата общество пурнӑҫӗнчи хастралӑхшӑн тав тунӑ.
Фестивальте республикӑна ертсе пыракансем, депутатсем, ӗҫлӗ ытти ҫынпа наци пӗрлешӗвӗсен пайташӗсем сӑмах каланӑ.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта наци культурисен фестивалӗ иртет. «Единая семья народов России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлехи ҫемйи) ятпа йӗркелекен мероприяти шкупашкарсемшӗн — виҫҫӗмӗш хут. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 11 сехетре пуҫланать. Уява Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ.
Мероприятие Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви тата республикӑри наципе культура пӗрлешӗвӗсем пӗрле ирттереҫҫӗ. Ҫав кун театр фойинче тӗрлӗ халӑх промыслисен хатӗрӗсен, сувенир продукцийӗн куравӗ ӗҫлӗ. Республикӑна ертсе пыракансем, депутатсем, ӗҫлӗ ытти ҫынпа наци пӗрлешӗвӗсен пайташӗсем сцена ҫине тухса сӑмах калӗҫ. Савӑнӑҫлӑ фестивальте тӗрлӗ халӑхӑн юрӑ-ташши те ҫителӗклех пулӗҫ.
Диктанта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктанчӗ пӗрремӗш хут иртессине, тепгр майлӑ каласан, пирӗн республика та Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнма кӑмӑл тунине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктантне 7 лапамра ҫыртарнӑ. Вӑл Шупашкарта кӑна мар, Канаш, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче те иртнӗ. Унта 15 ҫул тултарнӑ ҫамрӑксем тата аслӑраххисем, пурӗ 500-е яхӑн ҫын, хутшӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче иртнӗ диктанта студентсемпе, наципе культура пӗрлешӗвӗн ертӳҫисемпе пӗрлех Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев, вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Иванов та ҫырнӑ.
Диктантӑн кӑтартӑвӗпе, тӗрӗс хуравсемпе, час-час тӗлпулнӑ йӑнӑшсене тишкернипе http://www.miretno.ru сайтра чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллашма май килӗ.
Вӑрнар районӗнчи «Санар» фольклор ушкӑнӗ хӑйне хӳтте кӗме ыйтать. 2008 ҫулта Алина Евдокимова ертсе пынипе районти культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗскер паян 17 ҫынтан тӑрать. Фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсем хӑйсене «Музыка земли» (чӑв. Ҫӗр музыки) Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль-конкурсра тӗрӗслесе пӑхасшӑн.
Вӑрнар район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, ку проект ҫӗршывӑн концерт практикинче те пӗрремӗш хут, мӗншӗн тесен пӗр сцена ҫинче академи тата халӑх юрри пӗрлешет.
Фестивале РФ Культура министерстви йӗркеленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ чухне Эксперт канашӗн шухӑшне те, тӗнче тетелӗнчисенне те тӗпе хурӗҫ.
«Санар» фольклор ушкӑншӑн ҫак каҫӑпа кӗрсе сасӑлама пулать. Сасӑлав вӗҫлениччен икӗ кун кӑна юлнӑ.
Россельхознадзорӑн Чӗмпӗр облаҫӗн тата Чӑваш Республикин управленийӗн пуҫлӑхне 41 ҫулти Алексей Палькина ҫирӗплетнӗ. Икӗ регионти управление 2015 ҫул вӗҫӗнче пӗрлештернӗ хыҫҫӑн пуҫлӑх тивӗҫне пурнӑҫлама ӑна шаннӑччӗ. «Тӗнче экономики» тата «инженер-строитель» специальноҫсене аллӑ илнӗскер асӑннӑ управленире маларах та тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ: пай пуҫлӑхӗнче, управлени пуҫлӑхӗн ҫумӗнче, 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе управлени пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑннӑ.
Темиҫе кун каялла республикӑри тата тепӗр пысӑк пуҫлӑх та «тивӗҫе пурнӑҫлакан» тенинчен хӑтӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Константин Яковлева республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче культура министрне ҫирӗплетнӗччӗ.
Чӑваш Енӗн Правительствин ӗнер иртнӗ ларӑвӗнче ытти ыйтупа пӗрлех ялти хыснаҫӑсене коммуналлӑ пулӑшушӑн саплаштарма уйӑракан укҫана вӑхӑтра куҫарса паманшӑн министрсене тата яваплисене хытах сӑмах тивнӗ. Ӳпкевӗ республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх, Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ, Культура министерствисен тата Патшалӑхӑн ветеринари службисене лекнӗ.
Укҫана Финанс министерстви вӑхӑтрах куҫарса панӑ иккен, анчах ҫынсем патне ҫитерессинче маларах асӑннӑ министерствӑсемпе ведомствӑсене пула чӑрмав сиксе тухнӑ.
Правительство ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепер кӑлтӑкшӑн хытах ӳпкеленӗ, айӑплисене палӑртса явап тыттарма хушса хӑварнӑ. Республика ертӳҫи тӳлеве авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен куҫарма хушнине аса илтернӗ май яваплисем ҫынсен конституци прависене пӑснине палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви Шупашкарти «Хресчен ҫуртне» (вырӑсла ӑна Дом крестьянина теҫҫӗ) хаклакан акта сӳтсе явма чӗнет.
Раҫҫей пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ шутланакан ҫак объекта кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче хакланӑ, хута утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Хресчен ҫуртне Красноярскра вырнаҫнӑ Историпе культура экспертизин бюровӗ тишкернӗ.
Хальхи вӑхӑтра Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи 3-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑскере 1927 ҫулта туса лартнӑ, анчах пушара пула шар курнӑран ӑна ҫӗнӗрен хӑпартма тивнӗ, ҫапла вара тепӗр ҫулхине кӑна уҫнӑ. Хресчен ҫуртне мӑнастир пулнӑ вырӑнта (ӑна ишнӗ) Октябрьти революцие 10 ҫул ҫитнӗ тӗле ҫӗклесе лартнӑ. Унта хресченсене ҫӗр каҫма юлмалли вырӑн та, кино тата спектакль кӑтартмалли зал та пулнӑ, тӗрлӗ мероприяти те ирттернӗ. Хальхи вӑхӑтра ку ҫурта Вырӑс православи чиркӗвӗн ӑс-хакӑл училищи йышӑнать.
Патшалӑх актне хакланине ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: 428004, Чӑваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 17-мӗш ҫурт е culture@cap.ru электрон пуштӑпа та ӑсатма юрать. Акта хакланине авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗ таран кӗтеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |